Чӑваш Енри онкологсемпе кардиологсем районсемпе хуласене тухса ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Чире иртерех палӑртсан ӑна сиплеме ҫӑмӑл тесе ирттерекен ҫак акцие Республикӑри онкологи диспансерӗн тата Республикӑри кардиологи диспансерӗн специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Онкологсем кашни районпах хулана ҫитесшӗн, кардиологсем 13 хутчен тухса кӗме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви тухтӑрсем ҫывӑх вӑхӑтра ӑҫта ҫитессине пӗлтернӗ. Икӗ кун каялла онкологсем Ҫӗмӗрле районӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районне вӗсем нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кайӗҫ, ҫав уйӑхӑн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче пулӗҫ, 15-мӗшӗнче — Куславкка районӗнче.
Вырӑна тухса ирттерекен кӑҫалхи пӗрремӗш консультацие кардиологсем Элӗк районӗнчен тытӑнӗҫ. Унта вӗсем нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ҫитӗҫ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пулӗҫ, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче — Вӑрмар районӗнче.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Владимир Григорьевӑн 50 ҫулне паллӑ тунӑ. Ӑна палӑртма вӗсем ӗлӗкхиллех Трактор тӑвакансен Культура керменне, унти Пысӑк зала, пуҫтарӑннӑ.
Пурнӑҫне театр ӳнерне халаллама йышӑннӑ ҫак ҫын раштавӑн 24-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ҫуралнӑ. Ун шалти пуянлӑхӗ Борис Чиндыковӑн «Алӑксем патӗнче» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Иван художника сӑнарланӑ чух уйрӑмах уҫӑлнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Борис Чиндыковӑн «Урасмет» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Санай рольне те вӑл лайӑх калӑпланӑ. Кайран та, паллах, нумай сӑнара ӗнентерӳллӗ вылянӑ вӑл. Вӑл шутра хаваслисем те, йывӑр шӑпаллисем те лекнӗ. Ӗнер Владимир Григорьева ӗҫтешӗсем юбилейпа саламласа малашне те ӑнӑҫлӑ сӑнарсем суннӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче пӗр талӑкра мӗн чухлӗ сӗт суса илнине шутланӑ.
Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, республикӑра пӗр талӑкра 393,6 тонна сӗт туса илеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 4,8 процент нумайрах. Анчах сӗт тӑварлӑхе чакнӑ.
Пирӗн республикӑри хуҫалӑхсенче вӑтамран пӗр талӑкра 13 килограмм сӗт сӑваҫҫӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 2,3 процент нумайрах.
Лайӑх сӑвӑм тӑвакансем те пур. Комсомольски районӗнчи «Асанкасси» ЯХПК, Элӗк районӗнчи «Новый путь» ЯХПК, Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирма, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ общество пӗр ӗнерен 20 килограмм ытла сӗт суса илеҫҫӗ.
Чӑваш Енри икӗ районта пурӑнакан ҫынсем ҫулсене юртан тасатманран кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кунашкал ыйту Элӗк тата Етӗрне районӗсенче сиксе тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку ыйту сивӗчленсех пырать. Тӗслӗхрен, тӑватӑ полосаллӑ ҫул иккӗллӗ ҫеҫ юлнӑ.
2016 ҫулта ҫак икӗ районта тата Муркаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ҫулсене юртан тасатассишӗн урӑх организаци яваплӑ пулнӑ. Кӑҫал ку тивӗҫе пурнӑҫламашкӑн урӑх подрядчик выляса илнӗ. Унӑн ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх вара, кунашкал япӑх ҫулсем вӗсене ун умӗнхи организацирен юлнӑ. Халӗ вӗсем раштав уйӑхӗнче тата кӑрлачри каникулта ҫунӑ юра тасатаҫҫӗ-мӗн.
«Чӑвашупрдор» ҫирӗлетнӗ тӑрӑх вара, ҫӗнӗ подрядчик тӗрӗс мар сведенисем панӑ: техника сахалрах-мӗн, реагентпа та ҫавӑн пекех лару-тӑру. ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников килес умӗн организаци, ахӑртнех, ҫитменлӗхсене пӗр кунра пӗтерме шухӑшланӑ.
Швецири пуянсем чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӗнер Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче Чӑвашра хайсен усламне пуҫарнӑ инвесторсем пулнӑ. Вӗсем биотехнологипе агрономи факультечӗсенче 3 тата 4-мӗш курссенче вӗренекенсемпе курнӑҫнӑ.
Швеци ҫыннисен «Кеннет» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ тата тӗп инвесторӗ Кеннет Хульт, Брор Эдлнд инвестор тата эксперт, Сайфул Мазумдер директор студентсене практикӑна тата стажировкӑна йыхравланӑ.
Ют ҫӗршыври ытти пуянпа пӗрле 2013 ҫулта Кеннет Хульт Ҫӗмӗрле тата Элӗк районӗсенче ял хуҫалӑхӗнче тимлеме тытӑннӑ. Вӗсем урпа, тулӑ тата рапс ӳстереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтри технологисене усӑ курса тухӑҫа гектартан 40 центнера ҫитересшӗн. «Кун валли сирӗн пулӑшӑвӑр кирлӗ», — тенӗ ҫамрӑксене Сайфул Мазумдер.
Виҫҫӗмӗш курссем «Кеннетра» производство практики тухӗҫ, аслӑ шкула пӗтерекенсем — стажировка. Унтан ҫамрӑксен Швецинче практика ирттерме май килӗ.
Кӑҫал республикӑна шкул ачисене илсе ҫӳремелли 16 ҫӗнӗ автобус килнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ — 32,4 миллион тенкӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсене 17 ҫын вырнаҫакан — 7 автобус, 23 ҫын кӗрекен — 5 автобус, 20 ҫын лармалӑх 4 автобус парӗҫ. Вӗсем 2007 ҫулта кӑларнӑ транспорта улӑштарӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ маршрут уҫӗҫ.
Автобуссене Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Ҫӗмӗрле хулине парӗҫ.
Элӗк районӗнче ял тӑрӑхӗсен старостисен канашлӑвӗ иртнӗ. Вӗренӳ евӗр ирттернӗ мероприятире старостӑсемсӗр пуҫне райадминистрацире тӑрӑшакансем, право хуралҫисем, пушар хуралӗпе ҫӑлавҫӑсем хутшӑннӑ.
Хастар старостӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе палӑртнӑ. Хаклава Сморотинти Ираида Васильева, Тури Вылӑри Нина Сорокина, Юманлӑхри Реомир Быков, Атайкассинчи Алиса Федорова, Чартакри Анатолий Ивановский, Утаркассинчи Наталия Миронова, Ураскилтри Николай Терентьев, Кӗҫӗн Тӑванти Светлана Матьянова, Йӑранарти Фаина Андреева, Тури Юлӑшри Игорь Платонов, Яккушкӑньти Федор Белецкий, Ҫӗнкасри Георгий Никоноров тивӗҫнӗ. Вӗсене райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина чысланӑ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи 20 ача нумаях пулмасть Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пулӑшнипе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи елкӑра пулса курнӑ. Пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесенче пурӑнакан шӑпӑрлансене валли йӗркеленӗ уявра вӗсем юмахри сӑнарсемпе пӗрле юрласа, ташласа ҫаврӑннӑ, спектакль курнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче вара Ураскилт, Шӗмшеш, Мӑн Вылӑ шкулӗсенче пӗлӳ илекен, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракан 10 ача Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов йӗркелекен уява кайнӑ. Ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн елкине Юнтапа шкулӗнче вӗренекен 7 ача ҫитсе савӑнӗ. Тепӗр кунне вара Элӗк тӑрӑхӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ырӑ тӗслӗхпе палӑракан 61 ача район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ҫӗнӗ ҫул уявне пухӑнӗ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи пӗр газ заправкинче суя укҫа тупнӑ. 500 тенкӗлӗх укҫа тӳрех иккӗленӳ ҫуратнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра 414 суя укҫа тупса палӑртнӑ. 500, 1000, 5000 тенкӗлӗххисем пулнӑ вӗсем. Ку кӑтарту полицейскисене чӑннипех те сисчӗвлентерет.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре 500 тенкӗлӗх суя укҫа нумайланнӑ.
Ӗнер Муркашри вӑтам шкулта Ача-пӑчапа ҫамрӑксен «ЮНАРМИЯ» пӗтӗм Раҫҫейри ҫарпа-патриот юхӑмӗн вырӑнти уйрӑмне йӗркелессипе пуху иртнӗ.
Уйрӑмӑн штабне «ДОСААФ» организацин вырӑнти ертӳҫи Владимир Львов, Раҫҫейӗн Пенсионерсен пӗрлешӗвӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Скворцов, республикӑн ҫар ӗҫ комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗнчи ҫар ӗҫ комиссарӗ Владимир Казаков, райадминистрацин специалисчӗ Анюта Архипова, Москакассинчи шкулӗнчи преподаватель-йӗркелӳҫӗ Юрий Иванов кӗнӗ.
Ҫамрӑк армеецсен юхӑмне РФ Хӳтӗлев министерстви пуҫарнипе тата РФ Президенчӗ ырланипе йӗркеленӗ. Пӗрлешӳ ачасене историпе тата географипе, тӑван халӑх тата унӑн паттӑрӗсемпе кӑсӑклантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ. Мемориалсемпе палӑксене тирпейлесе тӑрассине те ҫамрӑк армеецсем хӑйсем ҫине илмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |